Цивильский муниципальный округ
Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Çĕрпÿ районĕ

Уй-хир пушанать

Республикăракĕрхитырăсеневырсапĕтернипепĕрех, хăш-пĕрхуçалăхвырматехникине çурхисенуйсенекуçарнă. Эрне пуçламăшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем гектартан вăтамран 20,4 центнер тухнă (пĕлтĕрхи çак тапхăрти кăтарту – 19,2 центнер).

Тухăç кăтартăвĕпе иртнĕ эрнери пекех Çĕрпÿсем, Вăрнарсем, Красноармейскисем, Шупашкарсем, Муркашсем малта пыраççĕ.

Уйсенче пуç пулса тăнă тулă тухăçĕ Красноармейски (гектартан вăтамран 27,5 центнер), Вăрнар (26,5 ц), Çĕрпÿ (25,9 ц) районĕсенче уйрăмах пысăк.

Вырма ĕçĕ хĕрсе пырать. Тĕш тырă тата пăрçа культурисене вырма лаптăкĕн 27,9 проценчĕ çинче çулнă, 154658 тонна тырă çапса илнĕ.

Ир пулакан çĕр улмине вăхăтра пухса кĕртесси çинчен те манмаççĕ хуçалăхсем. Хальлĕхе ăна Куславкка, Комсомольски, Вăрмар, Елчĕк, Красноармейски тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенче пĕчĕк лаптăксенче кăларнă. "Иккĕмĕш çăкăр" гектартан вăтамран 185,3 центнер тухнă.

Пахча çимĕçне республикăра 608 тонна пуçтарса кĕртнĕ.



"Цивильский вестник"
12 августа 2014
08:30
Поделиться