Пултаруллă та хастар вӗрентекен
Ҫак кунсенче Петрова Татьяна Николаевна хăйĕн сумлă юбилейне паллă тăвать. Вăл 38 ҫул ĕнтĕ шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет.
Петрова Татьяна Николаевна ĕҫ биографине 1978-мĕш ҫултах пуҫланă. Тин шкул пĕтернĕскер, Вăрнар районĕнчи Кĕҫĕн Явăш вăтам шкулĕнче аслă вожатăй пулса пĕр ҫул ĕҫленĕ. Хăйĕн чун туртăмне тĕрĕсленĕ пуль. Йăнăшман ҫамрăк хĕр. Ачасемпе ĕҫлесси хăйĕн тур пани пулнине ăнланнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче пĕлӳ илсе нумай ҫул хушши ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет.
Татьяна Николаевна Опытнăй поселокĕнчи вăтам шкулта 1988-мĕш ҫултанпа вăй хурать. Ҫав вăхăтрах 20 ҫул ытла районти чăваш чĕлхипе литература вӗрентекенӗсен методика пĕрлешĕвĕн ертӳҫи пулса тăрăшать. Чунне парса, пур кăмăлпа, пысăк хавхаланупа пурнăҫлать вăл ҫак ĕҫе. Вĕрентекенсем хушшинче ҫĕнĕ технологисене анлă сарас, вĕсен пултарулăхне ӳстерес тĕллевпе кӳршĕ районсенчи, республика тулашĕнчи ĕҫтешсемпе тĕл пулса тĕрлĕ семинарсем, конференцисем, ҫавра сĕтелсем ирттерессине йĕркелет. Эпир, чăваш чĕлхипе литература учителĕсем, К.В.Иванов ҫĕршывне Пушкăртстана, Тутар республикине И.Я.Яковлевпа П.Хусанкайăн тăван ялĕсене, Мари Эл республикипе Чĕмпĕр, Самар облаҫĕсене ҫитсе нумай интереслине курнишĕн, пĕлнишĕн Татьяна Николаевнăна тав тăватпăр. Ҫак ҫул ҫӳревсенче диаспора представителĕсемпе иртнĕ тĕл пулусенче тăван чĕлхе пĕлтерĕшне ӳстерес ыйтусене хускатни паха.
Аслă категориллĕ учитель ҫулсерен хăйĕн вĕренекенĕсене район, республика, Раҫҫей шайĕнчи олимпиадăсемпе конкурссене, наукăпа практика конференцийĕсене явăҫтарать. Ҫĕнтерӳҫĕсемпе призерсен шучĕ те ҫук. Акă юлашки 5 ҫул хушшинче кăна вăл Пĕтĕм Раҫҫейри шкул ачисен олимпиадин муниципалитет тапхăрĕн 24 призерне, республика тапхăрĕн 2 ҫĕнтерӳҫипе 3 призерне хатĕрленĕ. Раҫҫей шайĕнче вара – 1 ҫĕнтерӳҫĕпе 3 призер.
Кашни вĕренекене хăйĕн пултарулăхне палăртма Татьяна Николаевна йĕркелесе пыракан класс тулашĕнчи ĕҫсем пулăшаҫҫĕ. Вĕрентекен «Çамрăк журналист студийӗ» тата «Радиокорреспондент» кружоксене ертсе пырать. Кружок членĕсем тăтăшах Чăваш наци радио эфирне тухса хăйсен ĕҫĕ-хĕлĕпе паллаштараҫҫĕ, хаҫат-журналта пичетленеҫҫĕ. Ахальтен мар шкултан вĕренсе тухакансем аслă пĕлӳ паракан тĕрлĕ вĕренӳ заведенийĕн чăваш филологийĕпе журналистика тата культурологи факультечĕсене вĕренме кĕреҫҫĕ.
1988-мĕш ҫултанпа Татьяна Николаевна Чăваш наци конгресĕн Мăн канаш членĕ, 2013-мĕш ҫултанпа вара Чăваш наци конгресĕн наукăпа вĕрентӳ комитечĕн членĕ пулса тăрăшать.
Ĕҫри ҫитĕнӳсемшĕн Татьяна Николаевна Чăваш Республикин вĕрентӳ министерствин, Чăваш Республикин вĕрентӳ институчĕн, Чăваш Наци Конгресĕн, Чăваш ен наци телерадиокомпанийĕн тав ҫырăвĕсене тивĕҫнĕ. Ăна «Раҫҫей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕҫченĕ» ят панă. Чи лайăх учительсен конкурсĕсенче ҫĕнтернĕшĕн Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн (2006 ҫул) тата Чăваш Республикин Президенчĕн (2010 ҫул) укҫан паракан премийĕсемпе хавхалантарнă. 2017 ҫулхи январĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин пуҫлăхĕн 6-мĕш номерлĕ указĕпе Петрова Татьяна Николаевнăна «Чăваш Республикин тава тивĕҫлĕ вĕрентекенĕ» ят парса чысланă.
Татьяна Николаевна хĕрпе ывăл ӳстерсе пурнăҫ ҫулĕ ҫине тăратнă. Асли, Ольга хĕрĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университетĕнче химипе фармацевтика факультетĕнче тата Санкт-Петербургри А.С.Пушкин ячĕллĕ патшалăх университетĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. Хальхи вăхăтра Америкăра Флорида штатĕнчи Майами хулинче ĕҫлесе пурăнать. Ывăлĕ, Андрей, Мускаври Халăхсен туслăхĕн Раҫҫей университетĕнче вĕренсе тухтăр профессине алла илнĕ. Мускаври паллă больницăра клиника уйрăмĕн заведующийĕ пулса ĕҫлет. Медицина наукисен кандидачĕ.
«Ыр ут хыҫҫăн пин ут шыв ĕҫет», - теҫҫĕ чăвашсем. Эпир, чăваш чĕлхи вӗрентекенӗсем, ĕҫре Татьяна Николаевнăран тĕслĕх илсе ун пек хастар та пултаруллă пулма тăрăшатпăр. Хамăрăн хисеплĕ ĕҫтешĕмĕре сумлă юбилей ячĕпе саламлатпăр, ăнăҫусем, нумай ҫул пурăнма ҫирĕп сывлăх сунатпăр.