Цивильский муниципальный округ
Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Çĕрпÿ районĕ

Михайловка тĕп шкулĕнче чăваш çыравçисемпе тĕлпулу пулчĕ

Михайловка тĕп шкулĕнче чăваш çыравçисемпе тĕлпулу пулчĕ

Михайловка тĕп шкулĕнче чăваш çыравçисемпе тĕлпулу пулчĕ. Ăна Чăваш наци библиотекипе Михайловкăри ял библиотеки пуçарнипе йĕркеленĕ. Шкул ачисемпе тата ял библитекин вулавçисемпе тĕл пулма Улькка Элмен, Раиса Сарпи, Анатолий Кипеч, Лидия Сарине, Зоя Сывлăмпи, Раиса Воробьева çыравçăсем тата наци библиотекин пай заведующийĕ Соловьёва Г. П. килсе çитрĕç. Вĕсем республикăн тĕп библиотекин ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕç, писательсемпе поэтсем яланхи пекех хăйсен пурнăçĕпе тата çĕнĕ хăйлавĕсемпе паллаштарчĕç.

Асăнмалăх тĕлпулу пурне те питĕ килĕшрĕ, юлашкинчен пурте пĕрле тăрса сăн ÿкерĕнчĕç.



19 октября 2023
11:32
Поделиться