Цивильский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Çĕрпÿ районĕ

Чăваш наци конгресĕн президентне суйларĕç

Паян К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Чăваш нациконгресĕн вуннăмĕш Аслă Пухăвĕ иртнине эпир пĕлтернĕччĕ

Аса илтерер: паллă самантсемпе çыхăннă вăл: шăпах 100 çул каялла чăваш халăхĕн пĕрремĕш Аслă Пухăвĕ пулнă, 25 çул каялла Чăваш наци конгресĕ йĕркеленнĕ. Конгресăн кун йĕркинчи пĕлтерĕшлĕ тата чăваш тĕнчин хастар ывăл-хĕрне çеç мар, конгресс ĕçне айккинчен сăнакансене те хумхантарнă ыйту президента суйласси пулчĕ.

ЧНКна ертсе пыма виçĕ кандидат сĕнчĕç: хальччен ку должноçе йышăннă Николай Угаслова, ЧР Патшалăх Канашĕн Аппарачĕн ертÿçи пулнă Анатолий Ухтиярова тата Ульяновск облаçӗнчи Чăваш наципе культра автономийӗн председательне Олег Мустаева. Юлашкинчен асăнни, Елчĕк çĕрĕ çинсе çуралса ÿссе Чĕмпĕр тăрăхĕнче хастарлăхпа палăракан ентешĕмĕр, хăй кандидатурине илчĕ. Çапла вара хăнăхнă лава туртма ытларахăшĕ Николай Угасловах шанас терĕ.

Вера ЭВЕРККИ. Валентина ПЕТРОВА. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем. Валентина ПЕТРОВА сăн ÿкерчĕкĕсем.